Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх (Юхма Мишши)

1.


Мӗскер-ши вӑл чӑвашлӑх?
Иртен пуҫлатӑп та каҫчен
Ҫакӑн ҫинчен шутлатӑп хам пӗччен:
Мӗскер-ши вӑл чӑвашлӑх?
Кӑшкӑрашса ҫеҫ ҫӳрени
Пур, пулнӑ та пулатпӑрах тени
Чӑвашлӑх-ши вара?
Хӑш-пӗрисем шутлаҫҫӗ ҫапларах.
...Ура ҫине ӗне те пусрӗ сахал мар,
Шап-шурӑ юр пуҫӑм ҫинче ҫук мар,
Кӑшкӑрашса ҫӳренипе анчах
Пӗлетӗп: пурнӑҫ тума ҫук пачах.
Эппин, кӑшкӑрашни чӑвашлӑх мар,
Эппин, куштанланни чӑвашлӑх мар.
Мӗскер-ши вӑл чӑвашлӑх?
Чӑвашлӑх вӑл – сӑпайлӑх,
Ӗҫе савни,
Ваттисене хисеплени,
Тепри тунӑ ӗҫе курма пӗлни,
Чӑнлӑхпа тӗрӗслӗхе
Элем евӗр курни.
Чӑвашлӑх вӑл - ҫемье тытма пӗлни,
Атте-анне тесен чӗре кӑлт-кӑлт тапни,
Чӑваш чӗлхишӗн тӑрӑшни
Ламтайсене ялан асра тытни.

2.


Чӑвашлӑха пулать-ши упрама?
— Ыйту тӑратрӑм хам ума.
Паллах, ӑна пит ҫӑмӑл ҫухатма,
Паллах, ӑна пит йывӑр упрама.
Ҫухатасси — анаталла утни,
Кустӑрмана кусса кайтӑр тесе тӗкни.
Упрас тени — ту ҫинелле утни,
Хӑвӑн ҫине пит йывӑр лав хуни.
Чӑвашлӑха упрас тесен,
Чӑн-чӑн чӑваш пулас тесен,
Сӑпайлӑ пулмалла,
Куштанланса,
Каппайланса
Ҫӳрессинчен пӑрӑнмалла;
Тата ӗҫе юратмалла.
Ваттисенчен вӑтанасси,
Теприн ӗҫне хисеплесси
Тӗпре яланах пулмалла.
Чӑнлӑхпала тӗрӗслӗхе
Ламран-лама килекен ӗҫлӗхе
Элем пек курмалла,
Ҫемьешӗн, ямахатшӑн тӑмалла,
Чӑваш чӗлхишӗн кирлӗ чух,
Унран хакли вӑл ним те ҫук!
Чӑн Улӑп пек кӗрешмелле,
Чӗлхе вӑл — Пурнӑҫ, темелле,
Ламтайсене асра тытса,
Вӗсен сӑнне умра курса,
Хӑв тунӑ ырӑ ӗҫ-хӗле
Вӗсен тарасипе сан виҫмелле.
Ҫапла кӑна чӑвашлӑха
Пулать пуль хӑварма яланлӑха.


 
Категорисем: Юхма Мишши сӑввисем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-23 22:30:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3038 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем